Открытка (плейкаст) «"Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ" Алина Тайпи»

galina_de_bua , 8 марта 2013 года 5:01

Посмотреть в полном виде

"Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ" Алина Тайпи "Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ" Алина Тайпи

Алина Тайпи

Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ

    Юратнă кинĕме - Кожевникова (Антонова)
                                 Евгения Лукияновнана

Элекçей Тимеш хĕрĕ – Евкень,

Качча кайрăн Тутиел ялне.

Хуняму та сан Евки иккен,

Килĕштертĕр эсир пĕр-пĕрне.

 

 

Пулас мăшăрна эс пĕр туйра,

Пĕрре курнипех кăмăлларăн.

Çывăхлантăр унпа ташăра,

Тепре курсан – качча та тухрăн.

 

 

Каччу-мĕн каланă амăшне:

-Шăллăм Çарта – ун çуралнă кун,

Ак сана, анне, манран парне!

Хăвăн кинне йышăн та ыр сун.

 

 

Пит сайра пулать вăл пурнăçра:

Хунямушăн - эс хĕр вырăнне.

Ĕç вĕресе тăрать сан алра,

Калаçăву уçать çын чунне.

 

 

Хунямупа та пĕр сăнарлă,

Чăн та, калăн – ун тăван хĕрĕ:

Иксĕр те ялан тараватлă.

Чунтан-вартан сана вăл саврĕ:

 

 

Кĕпесем пачĕ çĕле-çĕле,

Тăхăнтартрĕ - чăн пуканелле.

Çуратрăн эс ывăл тата хĕр:

Çемьене телей кăна кÿрччĕр!

 

 

Мăшăрун аппăшĕ Чĕмпĕртен

Çемьипе килсессĕн хăнана:

-Йăмăк,-терĕ,-тупăнчĕ иккен,

Пурччĕ ман икĕ шăллăм кăна.

 

 

Кÿршĕри чăваш Шуршу ялне

Тĕп килтен тухрăр та уйрăлса,

Салтакран килнĕ шăллăр туйне,

Килтĕн эс тутлă тортсем туса.

 

 

Кунсем иртрĕç, уйăхсем, çулсем...

Вун пилĕк çул иртрĕ шăвăнса,

Пулăшакан пулчĕç ачусем.

Пурнăçăр ялан пытăр ăнса!



Звук:Валентина Телей - Хуняма К себе
Изображение: Кожевникова (Антонова) Евгения Лукияновна
Текст:"Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ" Алина Тайпи
Тэги: юрату любовь çемье семья алина тайпи alina taypi стихи женщина мама свекровь невестка анне кин хуняма весна татарстан tatarstan тутиел tutiel буинск buinsk



поделиться
закрыть
Социальная сеть Cсылка HTML-код BB-код Отправить на Email
Для отправки плейкаста, выберите социальную сеть, в которой находится ваш друг:
Пожалуйста, подождите.
закрыть
 
 

Комментарий автора

 "Элекçей Тимеш хĕрĕ – Тутиел кинĕ" Алина Тайпи

Последние комментарии (всего 1)

закрыть Добавить комментарий

Вы не авторизованы на сайте и можете комментировать плэйкасты с ограничениями. Чтобы иметь больше возможностей, авторизуйтесь или зарегистрируйтесь.

Имя: Гость_
Контрольное число: